АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк инспекторсем - конкурсра

18 мая 2018 г.

Май уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Белые камни» сиплев лагерĕнче Чăваш Енри çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕпе Вĕренÿ министерстви йĕркеленипе çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен «Хăрушлăхсăр кустăрма» республикăри слечĕ иртнĕ. Чăваш Енри ытти чылай шкул вĕренекенĕпе пĕрле унта пирĕн районти Юнтапари вăтам шкулти çамрăк инспекторсем те хутшăннă. Икĕ кун хушшинче 4-мĕш класра вĕренекенсем 5 тĕрĕслев витĕр тухнă, пултарулăх конкурсне хутшăннă. Шкул ачисем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене мĕнле пĕлнипе, инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассипе, велосипедпа фигурăллă майпа ярăнассипе ăмăртнă. Çавăн пекех «Автогородок» конкурсра хăйсен ăс-хакăлне тĕрĕсленĕ. Çĕнтерÿçĕсен шутнех лекеймен пулин те Юнтапасем пысăк балл пуçтарса малти вырăнсене йышăннă.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика