АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Манăн салтака каяс килет»

15 мая 2018 г.

«Манăн салтака каяс килет»

Çар ретне тăрасси - яш-кĕрĕм пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ пулăм. Салтак аттине тăхăнма вара этемлĕхĕн вăйлă пайĕ алла повестка иличченех хатĕрленет. Ку чухне çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстернипе пĕрлех дисциплинăна пăхăнма хăнăхасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ-çке.

Çирĕппĕн, çарти пек утса кĕрсе хăйсем призыв комиссине килнине пĕлтерчĕç призывниксем. Ку чухне çамрăксен сывлăхĕ мĕнле шайра пулнине, мĕнле пĕлÿ илнине, çемьере кампа пурăннине туллин пĕлтерчĕç.

Пĕр енлĕн анчах хак памаççĕ-ха пулас çĕршыв хÿтĕлевçине. Салтак çине пысăк яваплăх тиеннине кура унăн шухăшлавне, кăмăлне, мĕнле пурăннине, пĕр сăмахпа каласан, мĕнпе сывланине пĕтĕмпех пĕлмелле призыв комиссийĕн. Асăннă комиссие вара район пуçлăхĕ Владислав Волков ертсе пырать, вăлах председатель шутланать. Комисси йышĕнче Муркаш тата Элĕк районĕсенчи çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков, вĕренÿ, полици, социаллă хÿтлĕх пайĕсен, ĕçпе тивĕçтерекен центр, район больницин представителĕсем.

Пĕрин хыççăн тепри кĕчĕç комиссие. Юлашки тапхăрта çамрăксем хушшинче çар пĕлтерĕшĕ ÿсни савăнтарать. Призыв комиссине килнĕ каччăсенчен чылайăшĕ элита çар чаçĕсене кайма ăнтăлни сисĕнет. Вăрăм та яштака пÿсиллĕ яш-кĕрĕм Сывлăшпа десант çарĕсенче, Тинĕс çар флотĕнче, Шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи çарсенче, Наци гвардийĕнче службăра тăма ĕмĕтленет. Асăннă çар чаçĕсене вара сывлăх тĕлĕшĕнчен пĕр кăлтăксăр, саккунпа пĕр чĕлхерен пулнисене, шкул вăхăтĕнченех спортпа туслисене илеççĕ. Спортăн пĕр-пĕр тĕсĕпе мастер кандидачĕсен нормативĕсене пурнăçланисем вара хăйсем ĕмĕтленнĕ çар чаçĕсене лекме пултараççĕ.

Комиссие килнĕ пĕр çамрăк, акă, хăй Тинĕс çар флотĕнче службăра тăрас шутлине, бокспа тĕрлĕ шайри ăмăртура çĕнтернине пĕлтерчĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен те ÿпкелешÿ çукчĕ комисси членĕсен. Анчах та призывник тĕлĕшĕпе пуçтарнă хутсене тишкерсен вăл алли çинче «Сыхласа тата упраса хăвар» тесе çырнă татуировка пурри çиеле тухрĕ. «Темиçе çул каяллах тунăччĕ ку татуировкăна. Туссем кун пек элита çар чаçĕсене илмессине пĕлтерчĕç-ха. Анчах та татуировкăна хуратсан алă çинче пысăк çĕвĕксем юлассине, вĕсем кĕлеткене сăнсăрлатассине те, çĕвĕксемпе те элита çар чаçĕсене лекмессине палăртрĕç. Тен, пысăк тимлĕхех уйăрмĕç терĕм те...», - хăйĕн ĕмĕчĕ пурнăçланайманран ÿкĕнсе калаçрĕ вăл. Çар ĕç комиссарĕ Владимир Казаков вара элита çар чаçĕсене чăнахах та татуировкăпа илменнине çирĕплетрĕ çеç.

Пулас салтаксен хушшинче контракт çырса икĕ çуллăха хĕсмете ăсанас шутлисем те пулчĕç. Ку хăйне евĕрлĕ çăмăллăхпа аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксем усă курма пултараççĕ. Юнтапа тăрăхĕнчи Евгений Григорьевпа Ураскилтри Александр Краснов, Мăн Вылă тăрăхĕнчи Лев Шленский ку енĕпе шутласа пăхма шантарчĕç. Контракт çырса салтак ретне тăракан çамрăк çар комиссариачĕ сĕннипе вăл е ку çарсене ăсанмасть, ăçта службăна ирттерессине хăй палăртать.

Призывниксен шутĕнче салтак ретне тăрас тесе çулталăк хушшинче сывлăхне самаях çирĕплетнисем те çук мар-ха. Акă, пĕр çамрăка пĕлтĕр тÿрĕ лапăллă ура пулнăран çара илмесĕр хăварнă, сипленме сĕннĕ. Яш-кĕрĕм вара тухтăрсем палăртнă ятарлă хусанусене çирĕп пăхăнса урасене «сыватса» çитернĕ. Ку хутĕнче ăна салтака илессине пĕлтерсен темĕн пекех савăнчĕ 20-рен кăшт çеç иртнĕ каччă.

Çав вăхăтрах призывниксем хушшинче хăйсен сывлăхĕ çине вăйăн-шайăн пăхакансем те пур-ха. Пĕрисем шăл чирĕсене вăраха яраççĕ иккен. Шăлсем таса сывă пулни салтакра пĕлтерĕшлех мар тесе шутлаççĕ-мĕн. Призыв комиссийĕн членĕсем юлашки тапхăрта шăл, куç, психикăпа нерв чирĕсемпе, тÿрĕ лапăллă ура пулнипе аптракан çамрăксем йышлă пулнине палăртаççĕ. Çавăн пекех пулас салтаксем хушшинче тулли мар çемьесенче ÿсекен яш-кĕрĕм нумайрах пулни те хăш-пĕр йывăрлăхсем кăларса тăратать иккен.

Призыв комиссийĕ Аслă Çĕнтерÿ кунĕ хыççăнтарах иртрĕ те, вĕсем вăрçăри хамăрăн çар ертÿçисене, сывлăхĕ хавшанине пăхмасăр паттăрлăх кăтартнисен ячĕсене палăртма ыйтрĕç. Çамрăксем историе сахалтарах пĕлни сисĕнчĕ. «Хамăр çитĕнÿсене, паттăрсене яланах асра тытмалла. Историе пĕлменни пысăк çитменлĕх», - хытах асăрхаттарчĕ Владимир Казаков.

2018 çулхи çурхи призыв тапхăрĕнче 115 çамрăка çар ĕç комиссариатне чĕнтернĕ. Вĕсенчен 30-шĕ салтак атти тăхăнĕ. Ыттисене вĕреннине тата сывлăх тĕлĕшĕнчен хăш-пĕр чăрмавсем пулнине кура отсрочка панă. Çитес тапхăрта хĕсмете ăсанакансен шутĕнче техникумсенче - механик, автомеханик, аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче инженер, компьютер технологийĕн, автомеханик специальноçĕсене алла илнисем уйрăмах йышлă. Çавăн пекех Сывлăшпа десант çарĕсене каяс тĕллевлисем çар ĕç комиссариачĕ урлă ДОСААФра «ВС» тата «ДЕ» категорисемпе водителе вĕренсе тухнине те палăртмалла.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика