АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гипертони çинчен мĕн пĕлмелле?

15 мая 2018 г.

Гипертони çинчен мĕн пĕлмелле?

Гипертони - юн пусăмĕ виçерен ытларах хăпарни. Çак чир чи анлă сарăлнисенчен пĕри шутланать. Юлашки вăхăтра гипертонипе чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. 2018 çул пуçламăшĕ тĕлне пирĕн районта 2575 çын учетра тăрать. Чир çамрăксем хушшинче те питĕ аталанать.

Мĕнрен пуçланать-ха гипертони чирĕ? Çавăн сăлтавĕсем: ытларах тăварлă апат çини; эрех нумай ĕçни тата чĕлĕм туртни; ытлашши ÿт хушни; юнра холестерин шайĕ пысăк пулни; çын хусканусем сахал туни; чир йăхран-йăха куçса пыни. Юн пусăмĕ пысăк пулсан чир тарăна кайма пултарать. Çавăн пекех чĕре инфаркчĕ пулас хăрушлăх пур. Юн пусăмĕ хăпарнă чух çын хăйне япăх туять, пичĕ хĕрелсе каять, пуç ыратать, çаврăнать, ăш пăтранать, хăсăк килет, куç умне хура пăнчăсем тухаççĕ, чĕре хăвăрт тапма, ыратма пуçлать. Чи малтанах мĕн тумалла-ха? Лăпланмалла, юн пусăмне виçсе пăхмалла. Енчен те кăтарту ртуть юпин 140/90 мм пысăк пулсан чĕлхе айне врач çырса панă эмелсене хумалла. Юн пусăмĕ чакмасан васкавлă пулăшу машинине чĕнмелле. Гипертони чирĕ ан пултăр тесен участокри врач патĕнче тĕрĕсленсех тăмалла, хушнă эмелсене кун сиктермесĕр ĕçмелле, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, кĕлетке йывăрăшне сăнаса тăмалла, физкультура çине тимлĕх уйăрмалла. Ытларах пахча çимĕç çимелле. Кунсерен юн пусăмне тĕрĕслесех тăмалла.

Любовь МИРОНОВА, медицина сестри.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика