АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хирте - ĕç шавĕ

15 мая 2018 г.

Уй-хирте - ĕç шавĕ

Районта çурхи уй-хир ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Хĕрÿ тапхăр çине район ертÿçисем пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕпе Анатолий Прохоровпа пĕрле «Новый путь», «Авангард» хуçалăхсенче тата «Алмаз» обществăра пулнă, кунти ĕç-хĕлпе паллашнă.

«Алмаз» общество тĕш тырă культурисене акма районта малтан пуçланисенчен пĕри. Майăн 14-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра çурхи тĕш тырă культурисене 390 гектар (91 %) акнă. Нумай çул ÿсекен курăксене 25 гектар сÿреленĕ. Акма çĕр 330 гектар ха- тĕрленĕ. Культиваци тунă çĕрте 2 агрегат, акара та 2 техника ĕçлеççĕ.

«Новый путь» хуçалăхра тырă 543 гектар акнă. Кĕр тыррисене минераллă удобренисемпе 240 гектар апатлантарнă. Нумай çул ÿсекен курăксене 545 гектар сÿреленĕ. Çĕртме уйĕсенче нÿрĕк тытас ĕç вĕçленнĕ. Акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте 4 агрегат ĕçлет. Акара - 4 техника, пĕри виçĕ сеялкăпа ĕçлет, 3-шĕ - МТЗ тракторпа.

«Авангард» хуçалăхра çурхи культурăсене 131 гектар акнă. Кĕр тыррисене 360 гектар апатлантарнă. Нумай çул ÿсекен курăксене 270 гектар сÿреленĕ. Çĕртме уйĕсенчи нÿрĕке пĕтĕмĕшпех сыхласа хăварнă, пурĕ 320 гектар сÿреленĕ. Культиваци тунă çĕрте - 3, акара та 3 агрегат ĕçлет.

Ака-суха ĕçĕсем вăй илсех пыраççĕ. Майăн 14-мĕшĕ тĕлне илсен, районти хуçалăхсенче çурхи тĕш тырă культурисене 3073 гектар акнă. Иртнĕ çул çĕртме сухи туса хăварнă лаптăксене 3811 гектар (85 %) сÿреленĕ. Ку ĕçе нумай çул ÿсекен курăксен уйĕсенче вĕçленĕ. Кĕр тыррисене апатлантарасси кал-кал пулса пырать. Пулăх тăварĕсене пурĕ 1830 гектар (73 %) çине хывнă.

Елена ТИМОФЕЕВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика