АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулпа университет çыхăнăвĕ кирлех

15 мая 2018 г.

Шкулпа университет çыхăнăвĕ кирлех

Майăн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн акт залĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов районти шкул директорĕсемпе, вĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕ. Кунта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов хутшăнчĕç.

Хальхинче ĕçлĕ калаçăва чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалларĕç. Ăнсăртран та мар пулĕ. Республикăри педагогсем хатĕрлекен чи сумлă вĕренÿ заведенийĕ те, хăйĕн ятне-сумне Раççей шайĕнче çĕнсе илме пултарнă Элĕкри пĕтĕмĕшлĕ пĕлÿ паракан вăтам шкул та Иван Яковлевич Яковлев ячĕпе хисепленсе тăраççĕ. Ахальтен мар Владимир Иванов ректор Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн ырă пуçарăвĕсене пĕрре кăна мар аса илчĕ. Владимир Николаевич палăртнă тăрăх, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ачасене вĕрентме хывнă никĕс паянхи куншăн питех те актуаллă. Шăпах çакна сÿтсе яврĕç те шкул ертÿçисемпе вĕрентекенсем.

Шкулсем валли педагогсем хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те туллин паллаштарчĕ Владимир Иванов. Уйăрăмах паянхи кун çамрăк специалистсене шкулсене явăçтарма йывăр пулни, çав вăхăтрах шкулсенче кадрсем çитменни вĕренÿ тытăмĕ çине çивĕчрех пăхма хистенине палăртрĕ ректор.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов педагогика университечĕпе тачă çыхăнусем йĕркеленине ырларĕ. «Паян районта çамрăк специалистсем çитменни куç кĕрет, çавăнпа та шкул ертÿçисен ачасем хушшинче профориентаци ĕçне туллин йĕркелесси çине тимлĕх уйăрмалла. Кадрсене хамăрăнах хатĕрлемелле», - терĕ Александр Николаевич.

Кĕçех аслă вĕренÿ заведенийĕсем абитуринетсене йышăнма пуçлаççĕ. Владимир Иванов ректор университета вĕренме кĕмелли çĕнĕлĕхсем çинчен те тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика